Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Марк 9:12 - Синодальный НЗ

12 Иисус вӗсене ҫапла тавӑрса каланӑ: «Малтан Илия килсе пурне те хатӗрлесе хумалла тени тӗрӗсех ӗнтӗ. Эппин мӗншӗн-ха Этем Ывӑлӗн нумай асап курмалла, мӑшкӑл тӳсмелле тесе те ҫырнӑ?

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Марк 9:12
30 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫавӑнтан вара Иисус вӗренекенӗсене Хӑйӗн Иерусалима каймалли ҫинчен, унта ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе аслӑ священниксенчен тата саккун вӗрентӳҫисенчен нумай асап курмалла пуласси ҫинчен кала пуҫланӑ. Тата Вӑл вӗренекенӗсене Хӑйне вӗлересси ҫинчен, виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен те каласа ӑнлантарнӑ.


– Тепӗр тесен, Этем Ывӑлӗ Ҫырнинче палӑртса хунӑ ҫулпах пырать. Анчах Этем Ывӑлне тытса паракана хуйхӑ пулӗ: ӑна ҫураличчен ҫуралманни аванрах пулнӑ пулӗччӗ».


«Акӑ ӗнтӗ эпир Иерусалималла хӑпарса пыратпӑр, унта Этем Ывӑлне аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисен аллине тытса парӗҫ. Вӗсем Ӑна суд туса вӗлерме йышӑнӗҫ, унтан урӑх халӑх ҫыннисен аллине парӗҫ.


Калатӑп сире: Илия килнӗччӗ ӗнтӗ. Анчах та, Ҫырнинче каланӑ пекех, унпа ҫынсем хӑйсем мӗн тӑвас тенине турӗҫ».


Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене: «Этем Ывӑлне ҫынсен аллине тытса парӗҫ, Ӑна вӗлерӗҫ, вӗлерсен виҫҫӗмӗш кунне Вӑл чӗрӗлсе тӑрӗ», – тесе вӗрентсе каланӑ.


Сана та, ачам, Ҫӳлти Туррӑн пророкӗ тесе калӗҫ, мӗншӗн тесен эсӗ Хуҫамӑр валли ҫул хатӗрлеме Ун умӗнчен пырӑн.


Анчах та Ирод, салтакӗсемпе пӗрле, Унран тӑраничченех мӑшкӑлласа кулнӑ та Ӑна патшалла ҫутӑ тум тӑхӑнтартса Пилат патне каялла янӑ.


Хӗрес ҫумне пӑталанӑ вӑрӑ-хурахсенчен пӗри Иисуса мӑшкӑлласа: «Эсӗ Христос пулсан, Хӑвна та, пире те ҫӑл!» – тенӗ.


Ҫавӑнпа та пӗрле пуҫтарӑннӑ апостолсем Унран ҫапла ыйтнӑ: «Хуҫамӑр! Эсӗ ҫав хушӑра Израиль халӑхне ҫӗнӗрен патшалӑх туса парасшӑн мар пулӗ те?»


Эсир, ҫурт тӑвакансем, юрӑхсӑр тесе ывӑтнӑ чул никӗсри тӗп чул пулса тӑчӗ. Ҫав чул вӑл – Иисус. Урӑх никам та ҫӑлӑнӑҫ кӳреймӗ, мӗншӗн тесен ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере ҫын панӑ ятсенчен пире ҫӑлма пултаракан урӑх ят ҫук».


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ