10 Вӗсем хушнине итленӗ: ҫын ҫине сӑмах кӑларман. Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси тени мӗне пӗлтерет-ши тесе кӑна пӗр-пӗринпе калаҫнӑ.
Ҫавӑн чухне Петр Ӑна аяккалла чӗнсе илнӗ те хирӗҫлесе ҫапла каланӑ: «Эй, Хуҫамӑр! Турӑ хӑтартӑрах! Санпала унашкалли ан пултӑрах!»
«Мӗншӗн-ха саккун вӗрентӳҫисем Христосран маларах Илия килмелле теҫҫӗ?» – ыйтнӑ Унран вӗренекенӗсем.
Анчах вӗсем ҫак сӑмахсене ӑнланса илеймен, Хӑйӗнчен ыйтма вара хӑранӑ.
Ту ҫинчен аннӑ чухне вара Иисус вӗсене мӗн курни ҫинчен Этем Ывӑлӗ вилӗмрен чӗрӗлсе тӑриччен никама та калама хушман.
Мӗн пулса иртнине ҫав самантра Иисусӑн вӗренекенӗсем те ӑнланман. Каярахпа тин, Иисус мухтава тухсан, вӗсем Ҫырнинче Ун ҫинчен ҫапла каланине те, ҫав калани пурнӑҫланма хӑйсем Уншӑн мӗн тунине те астуса илнӗ.
Хӑш-пӗр философсем – эпикурсемпе стоиксем – унпа тавлашма пуҫланӑ. Вӗсем Павел Иисус ҫинчен, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен вӗрентнине илтнӗ. «Ҫак пуш параппан мӗн каласшӑн ара?» – тенӗ пӗрисем. «Вӑл темле ют турӑсем ҫинчен вӗрентет пулас», – тенӗ тата теприсем.