Ҫавӑн хыҫҫӑн пӗлӗт ҫинче Этем Ывӑлӗн палли курӑнӗ, вара ҫӗр ҫинчи мӗн пур халӑхсем кӑшкӑрса йӗрсе ярӗҫ. Вӗсем тӳпери пӗлӗтсем ҫинче хӑватлӑ та аслӑ мухтавпа килекен Этем Ывӑлне курӗҫ.
Акӑ мӗншӗн ӗнтӗ юлташӗсем хушшинче ҫав вӗренекенӗ нихӑҫан та вилмест текен сас-хура сарӑлнӑ. Анчах та Иисус ун пирки нихӑҫан та вилмест тесе каламан, «Эпӗ ӑна Хам тепре киличченех пурӑнтарас тетӗп пулсан та, сана мӗн ӗҫ?» тесе ҫеҫ каланӑ пулнӑ.