9-10 Ҫиекеннисем тӑватӑ пине яхӑн пулнӑ. Халӑхпа сывпуллашсанах Вӑл вӗренекенӗсемпе кимӗ ҫине ларса Далмануфа ҫӗрне ишсе кайнӑ.
Унтан Иисус, халӑхпа сывпуллашсан, вӗренекенӗсемпе пӗрле килне кайнӑ. Пӳрте кӗрсен вӗренекенӗсем Унран ҫум курӑкпа ана ҫинчен каланӑ ытарлӑха ӑнлантарса пама ыйтнӑ.
Пурте ҫисе тӑраннӑ. Юлнӑ татӑкӗсене тата ҫичӗ карҫинкка пухнӑ.
Иисус Вун иккӗшне аяккарах чӗнсе илнӗ те каланӑ: «Акӑ эпир Иерусалималла ҫывхарса пыратпӑр. Унта вара Этем Ывӑлӗ ҫинчен пророксем ҫырса хуни пӗтӗмпех пурнӑҫланӗ.