5 «Сирӗн миҫе ҫӑкӑр пур?» – ыйтнӑ вӗсенчен Иисус. «Ҫиччӗ», – тенӗ вӗсем.
«Сирӗн миҫе ҫӑкӑр пур?» – ыйтнӑ Иисус. «Ҫичӗ ҫӑкӑрпа темиҫе пӗчӗк пулӑ», – тавӑрнӑ лешсем.
«Кайса пӑхӑр-ха, сирӗн миҫе ҫӑкӑр пур?» – тенӗ Иисус вӗсене. «Пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулӑ», – тенӗ лешсем кайса пӗлнӗ хыҫҫӑн.
«Кунта, ҫын пурӑнман вырӑнта, вӗсене тӑраниччен ҫитермелӗх кам ӑҫтан ҫӑкӑр тупма пултарӗ?» – тавӑрнӑ Ӑна вӗренекенӗсем.
Вара Иисус халӑха ҫерем ҫине ларма хушнӑ. Унтан ҫав ҫичӗ ҫӑкӑра илсе Турра тав тунӑ та халӑха валеҫме вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа панӑ, лешсем вара валеҫнӗ.
«Ҫимелли вӗсене эсир хӑвӑр парӑр», – тенӗ Иисус. «Пирӗн кунта пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулӑ анчах, урӑх нимӗн те ҫук! Ҫак мӗн пур халӑх валли ҫимелли кайса туянмалла-и вара пирӗн?» – тенӗ вӗренекенӗсем.