4 «Кунта, ҫын пурӑнман вырӑнта, вӗсене тӑраниччен ҫитермелӗх кам ӑҫтан ҫӑкӑр тупма пултарӗ?» – тавӑрнӑ Ӑна вӗренекенӗсем.
«Кунта, ҫын пурӑнман вырӑнта, ҫакӑн чухлӗ халӑха тӑрантармалӑх ӑҫтан ҫӑкӑр тупас пирӗн?» – тенӗ Ӑна вӗренекенӗсем.
Мӗншӗн тесен чунӗсем уҫӑлса ҫитеймен пирки вӗсем ҫӑкӑрпа тунӑ хӑвата та ӑнланса илеймен пулнӑ-ха.
Килӗсене выҫах ярсан, вӗсем ҫул ҫинче халран кайӗҫ, мӗншӗн тесен хӑшӗ-пӗри питӗ инҫетрен килнӗ».
«Сирӗн миҫе ҫӑкӑр пур?» – ыйтнӑ вӗсенчен Иисус. «Ҫиччӗ», – тенӗ вӗсем.