36 Ҫын, пӗтӗм тӗнчене хӑй аллине илсен те, хӑй чунне сиен тусан, ӑна мӗн усси пулӗ?
Ҫын, пӗтӗм тӗнчене хӑй аллине илсен те, хӑй чунне сиен тусан, ӑна мӗн усси пулӗ? Ҫын хӑй чунне мӗн хакпа илейӗ?
Мӗншӗн тесен хӑйӗн пурӑнӑҫне упраса хӑварас текен ӑна ҫухатӗ. Хӑйӗн пурӑнӑҫне Мана тата Ырӑ Хыпара халалласа ҫухатакан ӑна упраса хӑварӗ.
Ҫын хӑй чунне мӗн хакпа илейӗ?
Хӑйӗн чунне пӗтерсе е сиен туса пӗтӗм тӗнчене илнинчен этеме мӗн усси?
Ун чухнехи ӗҫӗрсем мӗн пачӗҫ-ха сире? Халӗ вӗсенчен хӑвӑр та вӑтанатӑр ӗнтӗ. Вӗсем вилӗмпе кӑна вӗҫленеҫҫӗ.