Вара Иисус ӑна тинкерсе пӑхнӑ та ӑшшӑн каланӑ: «Ӗнтӗ сана пӗр япала кӑна ҫитеймест: кай та пӗтӗм пурлӑхна сутса чухӑнсене валеҫсе пар, вара сан валли пурлӑх пӗлӗт ҫинче пулӗ. Ху кил те, асап хӗресне йӑтса, Ман хыҫҫӑн пыракан пул».
Ҫавна илтсен Иисус ӑна каланӑ: «Санӑн ӗнтӗ пӗри ҫитеймест. Хӑвӑн пӗтӗм пурлӑхна сут та укҫине чухӑнсене валеҫсе пар, вара сан валли пурлӑх ҫӳл тӳпере пулӗ. Ху кил те Ман хыҫҫӑн пыракан пул».
Енчен те эпир Турӑ ачисем пулсассӑн, эппин Христос пекех Туррӑн еткерне илме тивӗҫлисем пулатпӑр. Унӑн мухтавне те пӗрлех пайламашкӑн вара пирӗн Христос асапӗсене те Унпа пӗрле тӳссе ирттермелле.
Хӑвна тӳсме лекессинчен нимӗнрен те ан хӑра. Акӑ, сире тӗрӗслесе пӑхас тесе, сирӗнтен хӑшне-пӗрне шуйттан тӗрмене хуптарӗ, унта эсир пӗр вунӑ кун тертленӗр. Вилмелле пулсан та, ӗненӳпех вил, вара Эпӗ сана пурӑнӑҫ пуҫ кӑшӑлне тӑхӑнтартӑп.