32 Ҫак сӑмахсене Вӑл уҫҫӑнах каланӑ. Анчах та Петр Ӑна, аяккарах чӗнсе илсе, хирӗҫлеме пуҫланӑ.
Ҫавӑн чухне Петр Ӑна аяккалла чӗнсе илнӗ те хирӗҫлесе ҫапла каланӑ: «Эй, Хуҫамӑр! Турӑ хӑтартӑрах! Санпала унашкалли ан пултӑрах!»
Иисус киммӗн хыҫалти пайӗнче пуҫелӗк хурсах ҫывӑрнӑ пулнӑ. Ӑна вӑратса ҫапла каланӑ: «Вӗрентекен! Эпир пӗтсен те Сана пурпӗрех-им?»
Марфа вара хӑнана чаплӑрах ӗҫтерсе ҫитересчӗ тесе тӑрӑшнӑ. Унтан вӑл Иисус патне пынӑ та ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр! Йӑмӑк мана пӗчченех ӗҫлеттерни Сана нимех те мар-и? Мана пулӑшма кала-ха ӑна!»
Ҫавӑн чухне Ун тавра иудейсем пухӑннӑ. «Эсӗ пире хӑҫанччен иккӗлентересшӗн? – тенӗ Ӑна. – Эсӗ Турӑ Суйласа илни пулсан, кала пире уҫӑмлӑн».
Вара Иисус тӳррӗнех каланӑ: «Лазарь вилнӗ.
«Халиччен Эпӗ сире ытарлӑн калаттӑм. Аттем ҫинчен уҫҫӑн калас вӑхӑт, ытарлӑхсем калама пӑрахас вӑхӑт ҫитсе пырать ӗнтӗ.
«Акӑ Эсӗ халӗ ытарлӑн мар, уҫҫӑн калатӑн, – тенӗ Иисуса вӗренекенӗсем.
«Эпӗ пӗтӗм халӑха уҫҫӑнах вӗрентрӗм, – тенӗ ӑна Иисус. – Эпӗ сӑмахӑма иудейсем ялан пуҫтарӑнакан синагогӑсенче, Турӑ Ҫуртӗнче каларӑм, вӑрттӑн нимӗн те вӗрентмен.