Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Марк 8:29 - Синодальный НЗ

29 «Эсир хӑвӑр вара Мана Кам вырӑнне хуратӑр?» – ыйтнӑ вӗсенчен Иисус. «Эсӗ – Турӑ Суйласа илни, Христос», – тавӑрса каланӑ Ӑна Петр.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Марк 8:29
13 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Вара Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Сире Турӑ Патшалӑхӗн вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме тивӗҫ панӑ. Ыттисене вара, тивӗҫлӗ маррисене, Эпӗ йӑлтах ытарлӑн калатӑп, ӗнтӗ вӗсем куҫӗпе пӑхсан та курмаҫҫӗ, хӑлхипе илтсен те ӑнланмаҫҫӗ, ҫавӑнпа та, ҫылӑхӗсене каҫарттарас тесе, Турӑ енне ҫавӑрӑнмаҫҫӗ».


Иисус вӗсенчен ҫапла ыйтнӑ: «Эсир хӑвӑр Мана Кам вырӑнне хуратӑр?» «Эсӗ – Турӑ Суйласа илни, Христос», – тавӑрса каланӑ Петр.


«Ӗненетӗп, Хуҫамӑр! – тенӗ Ӑна Марфа. – Эсӗ тӗнчене килмелле тенӗ Турӑ Ывӑлӗ Христос пулнине ӗненетӗп».


Вара вӗсем ҫав хӗрарӑма каланӑ: «Эпир ӗнтӗ сан сӑмаху тӑрӑх кӑна ӗненместпӗр. Вӑл чӑнах тӗнчене Ҫӑлакан, Христос иккенне хамӑр илтсе пӗлтӗмӗр».


«Хуҫамӑр! – тенӗ вара Петр текен Симон. – Пирӗн кам патне каяс? Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ сӑмахӗсем Санра.


Эсӗ – Христос, чӗрӗ Турӑ Ывӑлӗ иккенне эпир ӗнентӗмӗр те, пӗлтӗмӗр те».


Ҫапла малалла кайса вӗсем пӗр юхан шыв хӗррине ҫитнӗ. «Кур-ха, – тенӗ евнух, – акӑ шыв. Мана тӗне кӗме юрать-и?»


Вӑл тӳрех синагогӑсенче Иисус вӑл – Турӑ Ывӑлӗ тесе вӗрентме пуҫланӑ.


Ҫапла вара, сирӗншӗн, ӗненекенсемшӗн, Вӑл питӗ хаклӑскер. Ӗненменнисемшӗн – ҫурт тӑвакансем пӑрахӑҫланӑ чул кӑна. Анчах та Вӑл никӗсри тӗп чул пулса тӑчӗ. Вӑл – такӑнтаракан чул, такӑнтарса ӳкерекен чул.


Иисуса Турӑ Ывӑлӗ тесе йышӑнакан ҫынра Турӑ пулать, ҫынни те Турӑра пулать.


Иисус вӑл Турӑ Суйласа илни пулнине ӗненекен кашни ҫынах Турӑ ачи пулать. Ҫапла вара, Ҫӳлти Ашшӗне юратакан Унран Ҫуралнине те юратать.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ