26 Вара Иисус ӑна киле ярса ҫапла каланӑ: «Яла-мӗне кӗрсе ан тӑр, ялта никама та каласа ан кӑтарт».
Вӗсене Иисус Хӑй ҫинчен каласа ҫӳреме хушман.
«Асту, сывални ҫинчен никама та ан кала, – тенӗ ӑна Иисус. – Хӑвна священника кайса кӑтарт та Моисей Турра кӳме хушнӑ парнене кӳр. Ҫакӑ ху сывалнине пӗлтерни пулать те».
Вара вӗсем куракан пулнӑ. «Астӑвӑр, кун ҫинчен никам та ан пӗлтӗр», – тенӗ хытарсах вӗсене Иисус.
Ҫак ӗҫ пирки никам та ан пӗлтӗр тесе Иисус вӗсене ҫирӗппӗн каласах чарнӑ. Вара хӗре ҫимелли пама хушнӑ.
Иисус ҫынсене ҫак ӗҫ пирки никама та калама хушман. Анчах чарнӑҫемӗн вӗсем ытларах та ытларах калаҫса ҫӳренӗ.
Иисус ҫав суккӑр ҫынна ялтан ҫавӑтса тухнӑ та унӑн куҫне сурчӑкпа йӗпетсе шӑлса, ун ҫине аллине хурса ыйтнӑ: «Мӗн те пулин куратӑн-и?»
Иисус каллех аллипе ун куҫне сӗртӗннӗ, пӑхма каланӑ. Суккӑр ҫын вара тӳрленнӗ, йӑлтах витӗр куракан пулнӑ.