25 Иисус каллех аллипе ун куҫне сӗртӗннӗ, пӑхма каланӑ. Суккӑр ҫын вара тӳрленнӗ, йӑлтах витӗр куракан пулнӑ.
Камӑн пур, ӑна татах парӗҫ, унӑн ытлашшипех пулӗ. Камӑн ҫук, унӑнне пур пеккине те туртса илӗҫ.
Лешӗ пӑхнӑ та ҫапла каланӑ: «Уҫӑмсӑр курӑннӑ пирки иртсе ҫӳрекен ҫынсем йывӑҫ пек курӑнаҫҫӗ».
Вара Иисус ӑна киле ярса ҫапла каланӑ: «Яла-мӗне кӗрсе ан тӑр, ялта никама та каласа ан кӑтарт».
Вӑл тӳпене ҫӗкленнине апостолсем пӑхса тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра, тӳпенелле пӑхнӑ чухне, вӗсем сасартӑк хӑйсемпе юнашар шурӑ тумлӑ икӗ ҫын тӑнине курнӑ.
Павел вӗрентнине вӑл та итленӗ. Ҫавӑн чухне Павел ун ҫине пӑхнӑ та уксах-чӑлахӑн сывалмалӑх ӗненӗвӗ пуррине асӑрханӑ.
Эпӗ ҫакна ҫирӗп шанатӑп: ырӑ ҫул ҫине сире Турӑ илсе тухнӑ, ҫав ҫулпах Вӑл сире Иисус Христос кунӗ ҫитичченех уттарӗ.
Эсир вара – суйласа илнӗ халӑх, Патша священникӗсем, сӑваплӑ халӑх, Туррӑн ҫыннисем. Сирӗн тивӗҫӗр – хӑвӑра тӗттӗмрен Хӑйӗн чаплӑ ҫутине Чӗнсе илекенӗн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем ҫинчен хыпарласси.
Унтан та ытларах, Турӑ панӑ ырӑлӑхпа аталансах пырӑр, Иисус Христос Хуҫамӑра, хамӑра Ҫӑлаканӑмӑра, пӗлнӗҫемӗн пӗлсех пырӑр. Ӑна халӗ те, ӗмӗрлӗх кунра та мухтав! Аминь.