Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Марк 8:23 - Синодальный НЗ

23 Иисус ҫав суккӑр ҫынна ялтан ҫавӑтса тухнӑ та унӑн куҫне сурчӑкпа йӗпетсе шӑлса, ун ҫине аллине хурса ыйтнӑ: «Мӗн те пулин куратӑн-и?»

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Марк 8:23
12 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Иисус ӑна халӑхран уйӑрнӑ та, куҫа-куҫӑн юлсан, Хӑйӗн пӳрнисене унӑн хӑлхи шӑтӑкӗсене чикнӗ. Унтан Вӑл сурнӑ та унӑн чӗлхине сӗртӗннӗ.


Лешӗ пӑхнӑ та ҫапла каланӑ: «Уҫӑмсӑр курӑннӑ пирки иртсе ҫӳрекен ҫынсем йывӑҫ пек курӑнаҫҫӗ».


Вара Иисус ӑна киле ярса ҫапла каланӑ: «Яла-мӗне кӗрсе ан тӑр, ялта никама та каласа ан кӑтарт».


Пинпӳ, ачана аллинчен ҫавӑтса, аяккарах пӑрӑннӑ та: «Санӑн мана мӗн каламалли пур?» – тесе ыйтнӑ.


Унтан Савл ура ҫине тӑнӑ, анчах куҫӗсем уҫах пулин те, нимӗн те курман. Вара ӑна Дамаска аллинчен ҫавӑтса илсе кайнӑ.


– Ку халал вӗсен мӑн аслашшӗсене алӑран ҫавӑтса Египетран илсе тухнӑ чухне панӑ халал пек пулмӗ. Мӗншӗн тесен вӗсем Манӑн халала пӑхӑнса пурӑнас темерӗҫ, ҫавӑнпа Эпӗ вӗсенчен пӑрӑнтӑм, – тет Хуҫа Турӑ.


Эпӗ сана акӑ мӗнле канаш паратӑп: пуяс тетӗн пулсан Манран вутпа тасалнӑ ылтӑн туян. Хӑвӑн намӑсна, ҫарамаслӑхна пытармашкӑн вара Манран шурӑ тумтир туянса тӑхӑн. Куҫна вара, куракан пултӑр тесе, куҫ эмелӗ сӗр.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ