22 Пӗррехинче, вӗсем Вифсаида витӗр тухнӑ чухне, Ун патне суккӑра ҫавӑтса пынӑ та Иисуса ӑна сӗртӗнме йӑлӑннӑ.
«Хуйхӑ пулӗ сана, Хоразин! Хуйхӑ пулӗ сана, Вифсаида! Эсир курнӑ хӑватсене Тирпа Сидонра кӑтартнӑ пулсан, вӗсем тахҫанах хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, хурланса ҫылӑхӗсенчен ӳкӗннӗ пулӗччӗҫ.
«Тумтирӳ аркине те пулин сӗртӗнме ирӗк парсам», – тесе йӑлӑннӑ вӗсем Ӑна. Сӗртӗнекеннисем вара сывалнӑ.
Иисус хӗрарӑмӑн аллине сӗртӗннӗ те унӑн чирӗ иртсе кайнӑ. Вара Петр хунямӑшӗ вырӑн ҫинчен тӑрса вӗсене хӑналама пуҫланӑ.
Иисус аллине тӑсса ӑна сӗртӗннӗ те ҫапла каланӑ: «Чиртен тасатас тетӗп, сывал». Ҫын вара ҫавӑнтах юхан-суранран тасалнӑ.
Унтан Вӑл суккӑрсен куҫӗсене сӗртӗннӗ те ҫапла каланӑ: «Хӑвӑр ӗненнӗ пек пултӑр».
Ҫавӑн чухне тӑваттӑн Ун патне паралич ҫапнӑ ҫынна ҫӗклесе пынӑ.
Ҫавӑн хыҫҫӑнах Иисус вӗренекенӗсене кимӗ ҫине ларма, Хӑйӗнчен маларах тепӗр енне, Вифсаидӑналла, кимӗпе ишсе каҫма хушнӑ. Хӑй халӑха ӑсатма юлнӑ.
«Хуйхӑ пулӗ сана, Хоразин! Хуйхӑ пулӗ сана, Вифсаида! Эсир курнӑ хӑватсене Тирпа Сидонра кӑтартнӑ пулсан вӗсем тахҫанах хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, хурланса ҫылӑхӗсенчен ӳкӗннӗ пулӗччӗҫ.
Апостолсем тавӑрӑннӑ та хӑйсем мӗн-мӗн тунине Иисуса каласа кӑтартнӑ. Вара Иисус, Хӑйпе пӗрле вӗсене анчах илсе, Вифсаида ятлӑ хула ҫывӑхӗнчи ҫын ҫук вырӑна кайнӑ.
Филипп вӑл Андрейпа Петр ҫуралнӑ Вифсаида хулинченех пулнӑ.
Вӗсем Филипа ҫапла тархасланӑ: «Ырӑ ҫыннӑмӑр! Пирӗн Иисуса курас килет». Филипп Галилейӑри Вифсаида ҫынни пулнӑ.