Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Марк 8:21 - Синодальный НЗ

21 «Эппин мӗншӗн-ха халичченех ӑнланмастӑр?» – тенӗ вара Иисус.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Марк 8:21
10 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Мӗншӗн тесен чунӗсем уҫӑлса ҫитеймен пирки вӗсем ҫӑкӑрпа тунӑ хӑвата та ӑнланса илеймен пулнӑ-ха.


Вара Вӑл ассӑн сывласа янӑ та ҫапла каланӑ: «Ҫак ӑру мӗншӗн-ха хӑват кӑтартма хистесех ыйтать? Чӑн калатӑп сире: ӑна нимӗнле хӑват та пулмӗ».


Вара Иисус вӗсем мӗн ҫинчен калаҫнине пӗлсе ҫапла каланӑ: «Мӗншӗн эсир хӑвӑрӑн ҫӑкӑр ҫукки пирки калаҫатӑр? Халичченех ӑнкарса, ӑнланса илейместӗр-и? Халичченех ӑс-тӑнӑрсем уҫӑлса ҫитеймерӗҫ-и?


Пӗррехинче, вӗсем Вифсаида витӗр тухнӑ чухне, Ун патне суккӑра ҫавӑтса пынӑ та Иисуса ӑна сӗртӗнме йӑлӑннӑ.


Иисус вара ӑна ҫапла тавӑрса каланӑ: «Эй, ӗненмен ӑру! Тата хӑҫанччен Манӑн сирӗнпе пулмалла-ши? Хӑҫанччен Манӑн сире тӳсмелле-ши? Ачине Ман патӑма илсе килӗр эппин».


Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Эх, Филипп, Эпӗ сирӗнпе мӗн чухлӗ пултӑм, ҫапах та эсӗ Мана пӗлейместӗн-и? Мана курни Аттене те курнӑ. Мӗншӗн-ха эсӗ тата: „Аттемӗре кӑтартсам“, – тетӗн?


Тӑна кӗрӗр, йӗркеллӗ, ҫылӑхсӑр пурӑнӑр. Сире намӑс пултӑр та, анчах ҫакна калатӑп: сирӗнтен хӑшӗ-пӗри Турра пӗлмест.


Сире намӑс пултӑр тесе калатӑп: тӑвансем хушшинчи ӗҫсене татса пама пултаракан ӑслӑ-тӑнлӑ пӗр ҫын та ҫук-и сирӗн?


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ