Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Марк 8:15 - Синодальный НЗ

15 Иисус вӗсене хытарсах каланӑ: «Асӑрханӑр, фарисейсен кӑвас тӗпӗнчен, Иродӑн кӑвас тӗпӗнчен сыхланӑр».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Марк 8:15
21 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫав вӑхӑтра Иисус пирки ҫӳрекен сас-хура Галилея пуҫлӑхӗн Иродӑн хӑлхине те кӗнӗ.


Ирод хӑйӗн Филипп ятлӑ пиччӗшӗн арӑмне, Иродиадӑна, качча илнӗ пулнӑ. Ҫав хӗрарӑма пула вӑл Иоана тытса ҫыхтарса тӗрмене хуптарнӑ.


Пӗррехинче вара, Ирод хӑйӗн ҫуралнӑ кунне уявланӑ чухне, Иродиадӑн хӗрӗ хӑнасем умӗнче ташласа Иродӑн кӑмӑлне кайнӑ.


«Асӑрханӑр, – тенӗ вӗсене Иисус, – фарисейсемпе саддукейсен кӑвас тӗпӗнчен сыхланӑр».


Унтан вӗсем, Иисус каланинче айӑпламалли сӑлтав тупасчӗ тесе, Ун патне темиҫе фарисея тата Ирод майлисене янӑ.


Вӗренекенӗсем хӑйсемпе пӗрле ҫӑкӑр илме маннӑ, кимӗ ҫинче вӗсен пурӗ те пӗр ҫӑкӑр анчах пулнӑ.


«Вӑл пирӗн ҫӑкӑр ҫуккишӗн ҫапла калать ӗнтӗ», – тенӗ вӗсем пӗр-пӗрин хушшинче.


Унтан Вӑл халӑха ҫапла каланӑ: «Асӑрханӑр, пуянлӑха ан хапсӑнӑр, мӗншӗн тесен ҫыннӑн пурӑнӑҫӗ пурлӑх нумаййинчен килмест».


Турӑпа Иисус Христос Хуҫамӑр тата ҫӳлти престол патӗнчи ангелсем умӗнче маларах асӑрхаттарнине тытса пыма хушатӑп. Никама та мала ан хур, кӑмӑлу хыҫҫӑн ан кай.


Пурне те пурӑнӑҫ паракан Турӑ ячӗпе тата Понтий Пилат умӗнче Хӑй ҫинчен чаплӑн каласа пӗлтернӗ Христос Иисус ячӗпе сана ҫапла хушса калатӑп:


Ҫынсене ҫакна асилтерсех тӑр: вӗсем хӗрӳ тавлашусене ан хутшӑнччӑр тесе Хуҫа Турӑ ячӗпе тархасла. Унашкал тавлашусем итлекенсене усӑ мар, сиен кӑна кӳреҫҫӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ