– Фарисейсемшӗн ан кулянӑр, вӗсем суккӑрсене ҫавӑтса пыракан суккӑрсем. Енчен те суккӑра суккӑр ҫавӑтса пырать пулсан, вӗсем иккӗшӗ те шӑтӑка кӗрсе ӳкӗҫ».
Анчах та иудейсем Павела хирӗҫлесе тем тӗрлӗ усал сӑмах каласа пӗтернӗ. Вара Павел тумтирӗ ҫинчи тусанне силле-силле ҫапла каланӑ: «Сирӗн ҫылӑхӑр хӑвӑр пуҫӑр ҫинчех юлать. Эпӗ – таса. Паянтан урӑх халӑх ҫыннисем патне каятӑп».