12 Вара Вӑл ассӑн сывласа янӑ та ҫапла каланӑ: «Ҫак ӑру мӗншӗн-ха хӑват кӑтартма хистесех ыйтать? Чӑн калатӑп сире: ӑна нимӗнле хӑват та пулмӗ».
Ҫавӑн хыҫҫӑн хӑш-пӗр саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем Иисуса: «Вӗрентекен! Эпир Эсӗ хӑват кӑтартма пултарнине курасшӑн», – тенӗ.
Усал та пӑсӑк ӑру хӑватшӑн антӑхать, анчах та Иона пророк хӑвачӗсӗр пуҫне ӑна нимӗнле хӑват та пулмӗ». Унтан Иисус вӗсене пӑрахса кайнӑ.
Иисус, вӗсем хытӑ чунлӑ пулнӑран кулянса, вӗсене ҫилӗллӗн пӑхса ҫавӑрӑннӑ та ҫав ҫынна каланӑ: «Аллуна тӑс-ха». Лешӗ тӑснӑ та, алли тӳрленсе тепри пекех пулса тӑнӑ.
Вӗсен ӗненменлӗхӗнчен Иисус питӗ тӗлӗннӗ. Унтан вара таврари ялсенче вӗрентсе ҫӳренӗ.
Вара тӳпенелле пӑхса ассӑн сывласа янӑ та ҫав ҫынна: «Еффафа», – тенӗ (ку вӑл «уҫӑл» тени пулать).
Вӗсенчен уйӑрӑлсан Иисус каллех кимӗпе тинӗс тепӗр енне кайма тухнӑ.
Иисус вара ӑна ҫапла тавӑрса каланӑ: «Эй, ӗненмен ӑру! Тата хӑҫанччен Манӑн сирӗнпе пулмалла-ши? Хӑҫанччен Манӑн сире тӳсмелле-ши? Ачине Ман патӑма илсе килӗр эппин».
Иерусалим патне ҫывхарсан Иисус хула ҫине пӑхнӑ та ун шӑпишӗн хурланса йӗрсе янӑ.