7 Вӗсем этем шухӑшласа кӑларнӑ вӗрентӗве, йӑла-йӗркене вӗрентеҫҫӗ пулсан, вӗсем Мана пуҫҫапни усӑсӑр“.
Вӗсем этем шухӑшласа кӑларнӑ вӗрентӗве, йӑла-йӗркене вӗрентеҫҫӗ пулсан, вӗсем Мана пуҫҫапни усӑсӑр“».
Кӗлтунӑ чухне тата урӑх халӑх ҫыннисем пек ытлашши ан калаҫ. Вӗсем вӑрӑм кӗлле туррисем илтӗҫ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Христос чӗрӗлсе тӑман пулсан вара эпир вӗрентни те, эсир ӗненни те кӑлӑхах.
Эй, савнӑ тӑванӑмсем! Ӗнтӗ ҫирӗп те иккӗленӳсӗр пулӑр. Хуҫамӑр ӗҫӗшӗн яланах пӗтӗм чуна парса тӑрӑшӑр, эсир тӑрӑшни Хуҫа Турӑ умӗнче усӑсӑр пулманнине пӗлсе тӑрӑр.
Ҫав чарнӑ ӗҫме-ҫиме вӑл хырӑмра ҫӗрмелли япала кӑна-ҫке! Эппин, йӑли-йӗрки те, вӗрентӗвӗ те – этем шухӑшласа кӑларнӑскерсем анчах.
Анчах та пушӑ тавлашусенчен пӑрӑн, йӑх-несӗл тымарӗсем ҫинчен сӳпӗлтетнӗ ҫӗре, саккун пирки хӗрсе кайса калаҫнӑ ҫӗре ан хутшӑн, мӗншӗн тесен ку усӑсӑр, харам ӗҫ кӑна.
Сирӗнтен кам та кам Турра хисеплетӗп тет, анчах чӗлхине чармасӑр хӑйне хӑй улталать, вӑл Турра хисепленҫи кӑна тӑвать.
Эх, айван! Ӗҫпе ҫирӗплетмен ӗненӳ вилӗ пулнине пӗлессӳ килет-и?
Ҫак кӗнекери пророкла сӑмахсене итлекен кашни ҫыннах эпӗ те ҫирӗплетсе калатӑп: кам та кам ҫак сӑмахсем ҫумне урӑххи хушать, Турӑ ун ҫине ҫак кӗнекере ҫырса кӑтартнӑ инкексене ярать.