Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Марк 7:5 - Синодальный НЗ

5 Унтан фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем Иисусран ыйтнӑ: «Мӗншӗн Санӑн вӗренекенӳсем ваттисен йӑлине пӑхӑнмаҫҫӗ, ҫиес умӗн аллисене ҫумаҫҫӗ?»

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Марк 7:5
12 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

«Мӗншӗн Санӑн вӗренекенӳсем ваттисен йӑлине пӑхӑнмасӑр ҫиес умӗн аллисене ҫумаҫҫӗ?»


Ҫавнашкал япаласем эсир урӑх та нумай тӑватӑр. Ҫапла майпа эсир хӑвӑр кӑларнӑ йӑла-йӗркешӗн Турӑ сӑмахне пӑрахӑҫлатӑр».


Эсир те Турӑ хушнине пӑрахӑҫласа этем шухӑшласа кӑларнӑ йӑласене ҫеҫ – савӑт-сапа ҫӑвассине тата ҫавӑн евӗрлӗ ытти тем те пӗре – тытса пыратӑр».


Иисус татах ҫапла каланӑ: «Эсир хӑвӑр йӑлӑра тытса пырас тесе Турӑ хушнине пӑрахӑҫлани лайӑх-им?


Сан пирки вара вӗсем тӗрлӗ сӑмах илтсе пӗтнӗ. Эсӗ ытти халӑхсем хушшинче пурӑнакан иудейсене авалхи йӑласене тытса пыма та, ачисен ӳчӗсене кастарма та чарасшӑн имӗш. Ҫапла майпа эсӗ Моисей саккунне пӑрахма вӗрентетӗн тесе калаҫкалаҫҫӗ.


Эсӗ вӗсене хӑвпа ил те вӗсемпе пӗрле тасалу йӑлине туса ирттер. Вӗсен Турра парне кӳнӗ тӑкакӗсене ху ҫине ил, унтан вӗсем ҫӳҫӗсене кастарччӑр. Вара пурте сан пирки илтнӗ сӑмах суя пулнине, эсӗ ху та Моисей саккунне тытса пынине курӗҫ.


Ӳт кастарнисем те ҫав ӗненӳ ҫулӗпех пыраҫҫӗ пулсан – Авраам вӗсен ашшӗ те пулса тӑрать. Пирӗн аттемӗр Авраам та ӳт кастаричченех ӗненнӗ.


Аттемӗрсенчен юлнӑ йӑла-йӗркесемшӗн эпӗ виҫесӗр тӑрӑшаттӑм, хамӑр иудей тӗнӗшӗн ман пек ҫунаканни тантӑшсем хушшинче те урӑх ҫукчӗ.


Анчах та сирӗн патӑрта хӑшӗ-пӗрисем ӗҫлеме ӳркенеҫҫӗ, ӗҫрен тарма тӑрӑшаҫҫӗ текен сас-хура пирӗн хӑлхана та кӗчӗ.


Эй, тӑвансем! Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе эпир сире хистесех ҫакна калатпӑр: наянланса пурӑнакан тӑванӑрсенчен пӑрӑнса ҫӳрӗр. Вӗсем эпир вӗрентнӗ пек пурӑнмаҫҫӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ