36 Иисус ҫынсене ҫак ӗҫ пирки никама та калама хушман. Анчах чарнӑҫемӗн вӗсем ытларах та ытларах калаҫса ҫӳренӗ.
«Асту, сывални ҫинчен никама та ан кала, – тенӗ ӑна Иисус. – Хӑвна священника кайса кӑтарт та Моисей Турра кӳме хушнӑ парнене кӳр. Ҫакӑ ху сывалнине пӗлтерни пулать те».
Иисус вара вӗсене Хӑй ҫинчен пӗлтерме хыттӑнах чарнӑ.
Ҫак ӗҫ пирки никам та ан пӗлтӗр тесе Иисус вӗсене ҫирӗппӗн каласах чарнӑ. Вара хӗре ҫимелли пама хушнӑ.
Ҫав самантрах унӑн хӑлхи уҫӑлнӑ, чӗлхи ҫыхланни те иртсе кайнӑ, вӑл чип-чиперех калаҫа пуҫланӑ.
«Вӑл мӗн туни пӗтӗмпех вырӑна килет, – тенӗ вӗсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗнсе, – хӑлхасӑррисем те илтме тытӑнаҫҫӗ, чӗлхесӗррисем те калаҫма пуҫлаҫҫӗ».
Вара Иисус ӑна киле ярса ҫапла каланӑ: «Яла-мӗне кӗрсе ан тӑр, ялта никама та каласа ан кӑтарт».
Ту ҫинчен аннӑ чухне вара Иисус вӗсене мӗн курни ҫинчен Этем Ывӑлӗ вилӗмрен чӗрӗлсе тӑриччен никама та калама хушман.