35 Ҫав самантрах унӑн хӑлхи уҫӑлнӑ, чӗлхи ҫыхланни те иртсе кайнӑ, вӑл чип-чиперех калаҫа пуҫланӑ.
суккӑррисем куракан пулаҫҫӗ, уксаххисем ҫӳрекен пулаҫҫӗ, юхан-суранлисем тасалаҫҫӗ, хӑлхасӑррисем илтекен пулаҫҫӗ, вилнисем чӗрӗлсе тӑраҫҫӗ, чухӑннисем хушшинче Ырӑ Хыпар сарӑлать.
Лешӗ ҫав самантрах тӑнӑ та, вырӑнне илсе, пурин умӗнчех тухса кайнӑ. Вара пурте шалтах тӗлӗнсе тата Турра мухтаса: «Кунашкаллине эпир нихӑҫан та курманччӗ», – тенӗ.
Вара тӳпенелле пӑхса ассӑн сывласа янӑ та ҫав ҫынна: «Еффафа», – тенӗ (ку вӑл «уҫӑл» тени пулать).
Иисус ҫынсене ҫак ӗҫ пирки никама та калама хушман. Анчах чарнӑҫемӗн вӗсем ытларах та ытларах калаҫса ҫӳренӗ.