3 Кунта ҫакна каламалла: фарисейсем, пур иудейсем пекех, ваттисен йӑлипе аллисене тӗплӗн ҫумасӑр ҫимеҫҫӗ.
Ҫавнашкал япаласем эсир урӑх та нумай тӑватӑр. Ҫапла майпа эсир хӑвӑр кӑларнӑ йӑла-йӗркешӗн Турӑ сӑмахне пӑрахӑҫлатӑр».
Унтан фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем Иисусран ыйтнӑ: «Мӗншӗн Санӑн вӗренекенӳсем ваттисен йӑлине пӑхӑнмаҫҫӗ, ҫиес умӗн аллисене ҫумаҫҫӗ?»
Апат ҫиес умӗн Вӑл аллине ҫуманнине курсан фарисей питӗ тӗлӗннӗ.
Ҫавӑнта вунӑ витре кӗрекен ултӑ чул савӑт ларнӑ. Вӗсемпе иудейсем ӗҫсе ҫиес умӗн тасалу йӑлине тунӑ чух усӑ курнӑ пулнӑ.
Аттемӗрсенчен юлнӑ йӑла-йӗркесемшӗн эпӗ виҫесӗр тӑрӑшаттӑм, хамӑр иудей тӗнӗшӗн ман пек ҫунаканни тантӑшсем хушшинче те урӑх ҫукчӗ.
Эй, тӑвансем! Философиленсе, улталаса пустуй япаласем ҫинчен вӗрентекенсенчен асӑрханӑр. Вӗсем Христос хыҫҫӑн мар, этем юмах-халапӗсемпе шухӑш варкӑшӗсем хыҫҫӑн каяҫҫӗ.
Пӗлетӗр ӗнтӗ, сире мӑн аслаҫӑрсенченех юлнӑ пушӑ пурӑнӑҫран тутӑхса пӗтекен ылтӑн-кӗмӗлпе мар, пӗр ҫитменлӗхсӗр, таса Путек евӗр Христосӑн хаклӑ Юнӗпе тӳлесе илнӗ.