29 «Сӑмаху тӗрӗс пулчӗ, – тенӗ ӑна Иисус, – халӗ каях, хӗрӳ ӑшӗнчи усал тухрӗ!»
«Чун-чӗм кӗлмӗҫисем телейлӗ, вӗсене Ҫӳлти Патшалӑх пулӗ.
«Ҫапли ҫапла та-ха, Хуҫамӑр, – тавӑрнӑ Ӑна хӗрарӑм, – анчах йытӑсем те ача-пӑча сӗтел айне ӳкернӗ тӗпренчӗксене ҫиеҫҫӗ-ҫке».
Киле пырсан ҫак хӗрарӑм хӑйӗн хӗрӗ вырӑн ҫинче выртнине курнӑ. Ун ӑшӗнчи усал тухнӑ иккен.
Кам ҫылӑха кӗрет, ҫав вара шуйттанӑн, мӗншӗн тесен малтан шуйттан ҫылӑха кӗнӗ. Шуйттан ӗҫӗсене путлантарма килнӗ те ӗнтӗ Турӑ Ывӑлӗ.