28 «Ҫапли ҫапла та-ха, Хуҫамӑр, – тавӑрнӑ Ӑна хӗрарӑм, – анчах йытӑсем те ача-пӑча сӗтел айне ӳкернӗ тӗпренчӗксене ҫиеҫҫӗ-ҫке».
«Ҫапли ҫапла та-ха, Хуҫам, – тенӗ хӗрарӑм, – анчах йытӑсем те хуҫисен сӗтелӗ ҫинчен ӳкнӗ тӗпренчӗксене ҫиеҫҫӗ-ҫке».
Вара эсир Ҫӳлти Аҫӑрӑн ачисем пулӑр. Вӑл Хӑйӗн хӗвелне усаллисем ҫине те, ыррисем ҫине те пӑхтарать; ҫумӑрне тӳрӗ пурӑнакансем ҫине те, тӳрӗ мар пурӑнакансем ҫине те ҫутарать.
Анчах та Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Малтан ачасене тӑрантармалла, мӗншӗн тесен ачасем ҫиес ҫӑкӑра йытӑсене пӑрахса пани аван мар».
«Сӑмаху тӗрӗс пулчӗ, – тенӗ ӑна Иисус, – халӗ каях, хӗрӳ ӑшӗнчи усал тухрӗ!»
Иудейсемпе ытти халӑхсем хушшинче нимӗнле уйрӑмлӑх та ҫук. Мӗншӗн тесен пурин те пӗр Хуҫа Турӑ, Хӑйне тархаслакансемшӗн пуриншӗн те Вӑл ырӑлӑхлӑ.
Турӑ Вӑл иудейсен Турри кӑна-и? Е урӑх халӑхсен Турри те? Паллах, урӑх халӑхсен те.
Мана, ӗненекенсенчен пуринчен те тивӗҫсӗррине, ҫав ырӑлӑха – Христосӑн ӑсласа илейми пуянлӑхӗ ҫинчен ытти халӑхсене пӗлтерме – шанса панӑ.