27 Анчах та Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Малтан ачасене тӑрантармалла, мӗншӗн тесен ачасем ҫиес ҫӑкӑра йытӑсене пӑрахса пани аван мар».
Ҫак вун икӗ вӗренекенне Иисус ҫапла каласа вӗрентсе янӑ: «Иудейсем пурӑнман ҫӗрсене ан кайӑр, Самари хулине те ан кӗрӗр.
Сӑваплӑ япалана йытӑсене пӑрахса ан парӑр, хаклӑ ӗнчӗ шӑрҫана та сыснасем умне ан сапалӑр – вӗсем ӑна таптӗҫ кӑна, хӑвӑра туртса ҫурӗҫ».
хӗрӗ ӑшӗнчи усала хӑваласа кӑларма тархасланӑ. Вӑл хӑй урӑх халӑх хӗрарӑмӗ, Сирофиники ҫынни пулнӑ.
«Ҫапли ҫапла та-ха, Хуҫамӑр, – тавӑрнӑ Ӑна хӗрарӑм, – анчах йытӑсем те ача-пӑча сӗтел айне ӳкернӗ тӗпренчӗксене ҫиеҫҫӗ-ҫке».
Вара Хуҫамӑр мана ҫапла каларӗ: „Каях, Эпӗ сана инҫене, урӑх халӑхсем патне яратӑп“».
Эпӗ ҫакна каласшӑн: Турӑ чӑннине кӑтартмашкӑн Христос ӳт кастарнисен тарҫи пулнӑ. Ҫакна Вӑл иудейсен мӑн аслашшӗсене панӑ сӑмаха тытас тесе тунӑ.
Ун чухне эсир Христоссӑр пулнӑ, Израиль халӑхӗнчен те, Турӑ шантарса панӑ халалран та аякра тӑнӑ; ҫак тӗнчере шанчӑксӑр, Турӑсӑр пурӑннӑ.