25 Хӗрне усал ернӗ пӗр хӗрарӑм Иисус килни ҫинчен илтнӗ те, пырса, Ун ури умне ӳксе пуҫҫапнӑ,
Ун патне ҫавӑнти пӗр хананей хӗрарӑмӗ пынӑ та: «Эй, Хуҫам, Давид йӑхӗн Ывӑлӗ, хӗрхенсем мана! Хӗрӗм усал ернипе питӗ асапланать», – тенӗ кӑшкӑрсах.
Пӗррехинче Ун патне юхан-суранлӑ ҫын пынӑ та чӗркуҫленсе ларса Ӑна йӑлӑннӑ: «Сыватас тесессӗн, Эсӗ мана сыватма пултаратӑнах».
Хӑранипе чӗтреме ернӗ хӗрарӑм вара, хӑйпе мӗн пулса иртнине пӗлекенскер, Иисус патне пынӑ та Ун умне ӳксе тӗрӗссине каласа панӑ.
Унтан кайсан Иисус Тирпа Сидон ҫӗрне пынӑ та пӗр ҫуртра чарӑнса тӑнӑ. Вӑл Хӑй унтине никама та пӗлтересшӗн пулман, анчах ҫынсем пурпӗрех пӗлнӗ.
хӗрӗ ӑшӗнчи усала хӑваласа кӑларма тархасланӑ. Вӑл хӑй урӑх халӑх хӗрарӑмӗ, Сирофиники ҫынни пулнӑ.
Вара Иисуса тав туса, Ун умне ӳксе пуҫҫапнӑ. Ҫакскер Самари ҫынни пулнӑ.