23 Ҫак пӗтӗм усаллӑх ӑшран тухать, ҫынна Турӑ умӗнче ирсӗрлетет».
Ҫынна тулашран кӗрекенни нимӗн те ирсӗрлетме пултараймасть, ӑшран тухаканни ирсӗрлетет.
Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Эсир те ҫав териех ӑнланусӑр-и? Тулашран кӗрекенни нимӗн те ҫынна ирсӗрлетме пултарайманнине те ӑнланмастӑр-и?
«Ӑшран тухаканни вара ҫынна Турӑ умӗнче ирсӗрлетет, – тенӗ Вӑл малалла.
Унтан кайсан Иисус Тирпа Сидон ҫӗрне пынӑ та пӗр ҫуртра чарӑнса тӑнӑ. Вӑл Хӑй унтине никама та пӗлтересшӗн пулман, анчах ҫынсем пурпӗрех пӗлнӗ.
Турӑ ҫуртне аркатакана хӑйне Турӑ аркатать, мӗншӗн тесен Турӑ ҫурчӗ таса; ҫав ҫурт вӑл – эсир.
Тасисемшӗн йӑлтах таса, ирсӗррисемшӗн, ӗненменнисемшӗн таси нимӗн те ҫук, мӗншӗн тесен вӗсен ӑсӗ те, чунӗ те ирсӗрленнӗ.
Ӳт-пӗве ирсӗрлентерекен, ҫӳлти пуҫлӑхсене йышӑнман, ҫӳлти вӑйсене хурлакан ҫав суя вӗрентӳҫӗсемпе те ҫаплах пулӗ.