Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Марк 7:21 - Синодальный НЗ

21-22 – Мӗншӗн тесен усал шухӑшсем пурте: мӑшӑра улталасси, аскӑнланасси, ҫын вӗлересси, вӑрласси, ҫӑткӑнланасси, хаярланасси, улталасси, чарак ҫукки, кӗвӗҫесси, Турра хурласси, мӑнкӑмӑлланасси, ӑссӑрланасси – ҫын ӑшӗнчен, чун-чӗринчен тухаҫҫӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Марк 7:21
37 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Мӗншӗн тесен ҫак усал шухӑшсем пурте: ҫын вӗлересси, мӑшӑра улталасси, аскӑнланасси, вӑрласси, судра суйса пӗлтересси, хурласси чун-чӗререн тухаҫҫӗ.


Иисус, вӗсен шухӑшӗсене пӗлсе тӑрса: «Мӗншӗн эсир хӑвӑр ӑшӑрта ырӑ мара шухӑшлатӑр? – тенӗ.


«Ӑшран тухаканни вара ҫынна Турӑ умӗнче ирсӗрлетет, – тенӗ Вӑл малалла.


Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Эсир ҫынсем умӗнче хӑвӑра тӳрӗ пек кӑтартатӑр, анчах сирӗн чӗрӗре Турӑ пӗлет. Мӗншӗн тесен ҫынсем хушшинче чаплӑ пекки Турӑ умӗнче ирсӗр.


Ҫӗрӳ, сутиччен, хӑвӑн марччӗ-им вара? Сутса тунӑ укҫупа хуҫаланма та хӑвӑн ирӗкӳ марччӗ-и? Ултав ҫулӗ ҫине мӗн тӑратрӗ-ха сана? Эсӗ халӗ ҫынсене мар, Турра улталарӑн вӗт-ха!»


Ӗнтӗ ҫак ҫылӑхунтан ӳкӗн те Турра кӗлту, вара, тен, чун-чӗрӳнти йӑнӑш шухӑшу каҫарӑнӗ.


Ӗлӗк, ӳт-пӳшӗн пурӑннӑ чухне, пирӗнпе ҫылӑхлӑ кӑмӑл хуҫаланнӑ, пирӗн саккун хушманнине тӑвас килнӗ. Ҫапла вара, саккун ҫылӑх шутне кӗртнӗ шухӑш-туйӑм пире вилӗм патне илсе кайнӑ.


Анчах та ҫылӑх, пил-хушупа сӑлтавласах, манра юраманнине тӑвас кӑмӑл ҫуратрӗ. Саккун пулмасан ҫылӑх та вилӗ пулӗччӗ.


Эппин ҫӗр ҫинчи кӑмӑл-туйӑмсене: аскӑнлӑха, ирсӗрлӗхе, путсӗр кӑмӑл туртӑмне, киревсӗр ӗмӗтсене, ҫӑткӑнлӑха – пӑрахӑр. Ҫӑткӑнлӑх вӑл кӗлеткесене пуҫҫапнипе пӗрех.


Мӗншӗн тесен эпир хамӑр та тахҫан айванччӗ, пӑхӑнмастӑмӑрччӗ, ҫӗтсе кайнӑччӗ; ҫылӑхлӑ кӑмӑлпа тӗрлӗ киленӗҫ чурисемччӗ, ҫилленсе-кӗвӗҫсе пурӑнаттӑмӑр, киревсӗрччӗ, пӗр-пӗрне кураймастӑмӑр.


Ҫапла туса эсир хӑвӑр ӑшӑрта пӗрисене теприсенчен ҫӳлерех хумастӑр-им? Тӗрӗс мар шухӑшлакан судьясем пулса тӑмастӑр-им?


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ