«Пӗлетӗр ӗнтӗ, – тенӗ вӗсене Петр, – пирӗн саккунпа иудейӑн ют халӑх ҫыннипе хутшӑнма та, унӑн кил-ҫуртне кӗме те юрамасть. Анчах та Турӑ мана пӗр ҫынна та ирсӗре е таса мара хума юраманнине уҫса пачӗ.
Иисус Христос Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗ пулнӑран эпӗ ҫакна ҫирӗп ӗненетӗп: хӑйне тӗллӗн нимӗн те таса мар пулмасть. Кам мӗне те пулин таса мар тесе шутлать, ҫавӑ уншӑн таса мар.