Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Марк 7:19 - Синодальный НЗ

19 Тулашран кӗрекенни ҫын чун-чӗрине мар, вар-хырӑмне кӗрет те тулашах тухать». (Ҫапла майпа Иисус мӗн пур апат-ҫимӗҫ таса пулнине пӗлтернӗ.)

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Марк 7:19
9 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫӑвара кӗрекенни пурте вар-хырӑма кӗрсе тулашах тухнине халиччен те ӑнланмастӑр-и?


Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Эсир те ҫав териех ӑнланусӑр-и? Тулашран кӗрекенни нимӗн те ҫынна ирсӗрлетме пултарайманнине те ӑнланмастӑр-и?


Тиркесе лариччен хӑвӑрӑн мул чашӑкӗнчен чухӑнсене уйӑрса парӑр, вара сирӗн пурте таса пулӗ.


Вара сасӑ татах тепӗр хут илтӗннӗ: «Турӑ тасатнине эсӗ таса мара ан хур».


„Турӑ тасатнине эсӗ таса мара ан хур“, – терӗ вара мана сасӑ тепӗр хут.


Хырӑмшӑн апат пултӑр, апатшӑн хырӑм пултӑр. Анчах та Хуҫамӑр ӑна та, кӑна та пӗтерӗ. Ӳт-пӳ те аскӑнлӑх валли мар, Хуҫамӑр валли; Хуҫамӑр вара – этем валли.


Эппин сире ӗҫме-ҫимене тиркеменшӗн е иудейсен уявне, ҫӗнӗ уйӑхне, шӑмат кунне тытса пыманшӑн никам та ан ӳпкелештӗр.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ