Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Марк 7:18 - Синодальный НЗ

18 Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Эсир те ҫав териех ӑнланусӑр-и? Тулашран кӗрекенни нимӗн те ҫынна ирсӗрлетме пултарайманнине те ӑнланмастӑр-и?

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Марк 7:18
12 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫынна ҫӑвара кӗрекенни мар, ҫӑвартан тухаканни ирсӗрлетет».


„Фарисейсемпе саддукейсен кӑвас тӗпӗнчен сыхланӑр“, – тесе Эпӗ ҫӑкӑр пирки каламаннине епле-ха ӑнланаймастӑр?»


«Ҫак ытарлӑха та ӑнланмастӑр-и? – тенӗ вӗсене Иисус. – Ыттисене вара епле ӑнланса илӗр?


Иисус халӑхран уйӑрӑлса пӳрте кӗрсен вӗренекенӗсем Унран ҫак ытарлӑх мӗне пӗлтернине ыйтнӑ.


Тулашран кӗрекенни ҫын чун-чӗрине мар, вар-хырӑмне кӗрет те тулашах тухать». (Ҫапла майпа Иисус мӗн пур апат-ҫимӗҫ таса пулнине пӗлтернӗ.)


«Эх, тавҫӑрусӑр та мӑран чунлӑскерсем! – тенӗ вӗсене Иисус. – Пророксем малтанах каланине те ӗненме пултараймастӑр-ҫке.


Иисус ӑна хирӗҫ тавӑрса каланӑ: «Эсӗ – Израиль халӑхне вӗрентекен – ҫавна та пӗлместӗн-и?


Ӳтшӗн пурӑннӑран эсир хытӑ ҫимӗҫ ҫиейместӗрччӗ, халӗ те шӑл витерейместӗр, ҫавӑнпа эпӗ сире сӗтпе тӑрантартӑм. Сирӗн хушшӑрта кӗвӗҫӳ, харкашу, хирӗҫӳ пур пулсассӑн эсир ӳтшӗн пурӑнакансемех мар-и вара? Этем йӑли-йӗркипе пурӑнакансемех мар-и вара?


Кун пирки калаҫмалли нумайччӗ, анчах та сире, итлеменскерсене, тӑнлантарма йывӑр.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ