Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Марк 7:17 - Синодальный НЗ

17 Иисус халӑхран уйӑрӑлса пӳрте кӗрсен вӗренекенӗсем Унран ҫак ытарлӑх мӗне пӗлтернине ыйтнӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Марк 7:17
10 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

«Мӗншӗн Эсӗ ҫынсене ытарлӑн каласа вӗрентетӗн?» – тесе ыйтнӑ Унран вӗренекенӗсем ҫывӑхарах пырса.


Унтан Иисус, халӑхпа сывпуллашсан, вӗренекенӗсемпе пӗрле килне кайнӑ. Пӳрте кӗрсен вӗренекенӗсем Унран ҫум курӑкпа ана ҫинчен каланӑ ытарлӑха ӑнлантарса пама ыйтнӑ.


«Ху ытарлӑ каланине пире ӑнлантарса парсамччӗ», – тесе ыйтнӑ Унран Петр.


Иисус каллех Капернаума пырсан темиҫе кунранах Вӑл килне тавӑрӑнни ҫинчен хыпар сарӑлнӑ.


Иисуспа вӗренекенӗсем пӗр ҫурта кӗнӗ. Каллех халӑх нумай пуҫтарӑннӑ пирки вӗсен апат ҫиме те май пулман.


Халӑх салансан, унта юлнӑ ҫынсем тата вун икӗ вӗренекенӗ Унран ытарлӑн калани ҫинчен ыйтнӑ.


Ҫынсемпе Вӑл ытарлӑ кӑна калаҫнӑ, вӗренекенӗсене вара куҫа-куҫӑн чухне пӗтӗмпех ӑнлантарса панӑ.


Илтме хӑлха пурри илттӗр!»


Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Эсир те ҫав териех ӑнланусӑр-и? Тулашран кӗрекенни нимӗн те ҫынна ирсӗрлетме пултарайманнине те ӑнланмастӑр-и?


Унтан, Иисус пӗр пӳрте кӗрсен, куҫа-куҫӑн юлнӑ вӗренекенӗсем Унран ҫапла ыйтнӑ: «Мӗншӗн эпир усала хӑваласа кӑлараймарӑмӑр?»


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ