Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Марк 7:15 - Синодальный НЗ

15 Ҫынна тулашран кӗрекенни нимӗн те ирсӗрлетме пултараймасть, ӑшран тухаканни ирсӗрлетет.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Марк 7:15
17 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Эй, ҫӗлен ҫурисем! Хӑвӑр усал пулсассӑн епле-ха эсир ырри ҫинчен калаҫма пултаратӑр? Этемӗн чӗри мӗнпе тулнӑ, чӗлхи-ҫӑварӗ те ҫавнах калать.


Иисус вара ҫапла каланӑ: «Сирӗн те ӑс-тӑнӑр халичченех уҫӑлса ҫитеймерӗ-и?


Унтан Иисус халӑха чӗнсе ҫапла каланӑ: «Пурте Мана итлӗр те ӑнланса илӗр.


Илтме хӑлха пурри илттӗр!»


«Пӗлетӗр ӗнтӗ, – тенӗ вӗсене Петр, – пирӗн саккунпа иудейӑн ют халӑх ҫыннипе хутшӑнма та, унӑн кил-ҫуртне кӗме те юрамасть. Анчах та Турӑ мана пӗр ҫынна та ирсӗре е таса мара хума юраманнине уҫса пачӗ.


Мӗншӗн тесен Турӑ Патшалӑхӗ ӗҫме-ҫиме таврашӗ мар, Святой Сывлӑш паракан тӳрӗлӗх, канӑҫлӑх тата савӑнӑҫ.


Таса чунлӑ юлас тесен, сутуҫӑран илнӗ аша пӗр тиркемесӗр ҫийӗр.


Тасисемшӗн йӑлтах таса, ирсӗррисемшӗн, ӗненменнисемшӗн таси нимӗн те ҫук, мӗншӗн тесен вӗсен ӑсӗ те, чунӗ те ирсӗрленнӗ.


Тӗрлӗ ют вӗрентӳсем хыҫҫӑн ан кайӑр; мӗншӗн тесен ҫимелли йӑла-йӗркене тытса пыни никама та усӑ паман-ха. Кӑмӑлӑра ҫав йӑласемпе мар, Турӑ тивлечӗпе ҫирӗплетӗр.


Тӗрлӗ парне таврашӗ ӗҫсе ҫиес, ҫӑвас йӑлана туса пымаллине кӑна палӑртать. Ӳт-пӳпе кӑна ҫыхӑннӑ ҫак йӑла-йӗркене Турӑ ҫынсене ҫӗнӗ йӗркеччен кӑна тытса пымалла тунӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ