14 Унтан Иисус халӑха чӗнсе ҫапла каланӑ: «Пурте Мана итлӗр те ӑнланса илӗр.
Унтан Иисус халӑха чӗнсе ҫапла каланӑ: «Итлӗр те ӑнланса илӗр:
Ҫавнашкал япаласем эсир урӑх та нумай тӑватӑр. Ҫапла майпа эсир хӑвӑр кӑларнӑ йӑла-йӗркешӗн Турӑ сӑмахне пӑрахӑҫлатӑр».
Ҫынна тулашран кӗрекенни нимӗн те ирсӗрлетме пултараймасть, ӑшран тухаканни ирсӗрлетет.
Ҫав хушӑра унта темиҫе пин ҫын пуҫтарӑннӑ, тӑвӑр пулнипе вӗсем пӗр-пӗрне хӗстернӗ. Иисус вара Хӑйӗн вӗренекенӗсем енне ҫавӑрӑнса ҫапла каланӑ: «Фарисейсен кӑвас тӗпӗнчен – вӗсен икӗпитлӗхӗнчен – сыхланӑр.
Вӑл урапа патне пынӑ та хайхи Эфиопи ҫынни Исаия пророк кӗнекине сасӑпах вуланине илтнӗ. «Ху мӗн вуланине ӑнланатӑн-и эсӗ?» – тесе ыйтнӑ унран Филипп.