8 Иисус вӗсене ҫул ҫине туясӑр пуҫне нимӗн те: хутаҫ та, ҫӑкӑр та, вак укҫа та – илме хушман,
чаплӑ пушмак тӑхӑнма та, тепӗр кӗпе илме те каламан.
Хӑвӑрпа пӗрле укҫа енчӗкӗ те, хутаҫ та, урана тӑхӑнмалли те ан илӗр. Ҫул ҫинче чарӑнса никампа та калаҫса ан тӑрӑр.
Унтан вӗренекенӗсенчен ыйтнӑ: «Эпӗ сире укҫа енчӗкӗсӗр, хутаҫсӑр, пушмаксӑр янӑ чух сирӗн мӗн те пулин ҫитменни пулчӗ-и?» Лешсем Ӑна хирӗҫ: «Ҫитменни нимӗн те пулмарӗ!» – тенӗ.
Вӑл вӗсене ҫапла каланӑ: «Хӑвӑрпа пӗрле ҫул ҫине нимӗн те ан илӗр: туя та, хутаҫ та, ҫӑкӑр та, укҫа та, тепӗр кӗпе те.