7 Иисус Вун иккӗшне чӗнсе илнӗ. Вара вӗсене, усал сывлӑшсене пӑхӑнтарма хӑват парса, икшерӗн-икшерӗн вӗрентме янӑ.
Ӗненекенсем ҫак хӑватсене тума пултарӗҫ: Ман ятӑмпа усалсене хӑваласа кӑларӗҫ; хӑйсем халиччен пӗлмен чӗлхесемпе калаҫӗҫ;
Ҫавӑн хыҫҫӑн Хуҫамӑр татах тепӗр ҫитмӗл вӗренекен суйласа илнӗ. Вара вӗсене Хӑйӗн умӗнчен икшерӗн-икшерӗн Хӑй кайма шухӑшланӑ хуласемпе ялсене янӑ.
Эпӗ Хамӑн икӗ пророкӑма хӑват парӑп. Вӗсем, ӳкӗнӳ тумтирӗ тӑхӑнса, пин те ик ҫӗр утмӑл кун хушши пророкла каласа вӗрентӗҫ».