6 Вӗсен ӗненменлӗхӗнчен Иисус питӗ тӗлӗннӗ. Унтан вара таврари ялсенче вӗрентсе ҫӳренӗ.
Иисус пӗтӗм Галилея ҫӗрӗ тӑрӑх ҫӳренӗ. Вӑл унти синагогӑсенче вӗрентнӗ, Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ, халӑха тӗрлӗ чир-чӗртен, халсӑрлӑхран сыватнӑ.
Ҫакна илтсен Иисус тӗлӗнсех кайнӑ. «Чӑн калатӑп сире, – тенӗ Вӑл Хӑй хыҫҫӑн пыракан халӑха, – кунашкал ҫирӗп ӗненӳ Эпӗ Израильте те курманччӗ.
Иисус мӗн пур хуласемпе ялсем тӑрӑх унти синагогӑсенче вӗрентсе, Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, тӗрлӗ чир-чӗртен тата тӗрлӗ халсӑрлӑхран сыватса ҫӳренӗ.
Вара Вӑл пӗтӗм Галилея тӑрӑх ҫӳресе унти синагогӑсенче ӳкӗтлесе вӗрентнӗ тата усал сывлӑшсене хӑваласа кӑларнӑ.
Унтан кайсан Иисус Иордан леш енчи ҫӗрсем урлӑ Иудея тӑрӑхне пынӑ. Каллех Ун патне халӑх пуҫтарӑннӑ, каллех, яланхи пекех, Вӑл ҫынсене вӗрентнӗ.
Иисус ҫынсене вӗрентсе ял-хула витӗр тухнӑ. Унӑн ҫулӗ Иерусалималла выртнӑ.
Кайран Иисус Галилейӑри Капернаум хулине пынӑ. Вара шӑмат кунсенче халӑха вӗрентнӗ.
Вӑл вара Галилейӑри синагогӑсенче ӳкӗтлесе вӗрентнӗ.
«Тӗлӗнмелле! – тенӗ куракан пулнӑ ҫын. – Вӑл манӑн куҫӑма уҫрӗ, эсир вара Вӑл ӑҫтан иккенне те пӗлместӗр.
Турӑ Назаретри Иисуса суйласа илсе Святой Сывлӑш тата вӑй-хӑват пачӗ. Вӑл пур ҫӗрте те ырӑ ӗҫсем туса, усал ернисене сыватса ҫӳрерӗ, мӗншӗн тесен Турӑ Унпа пӗрле пулчӗ.