56 Яла-и, хулана-и – Иисус кирек ӑҫта пырсан та – пур ҫӗрте те ҫынсем чирлисене уҫӑ лаптӑка илсе тухса вырттарнӑ. Вара Иисусран тумтир аркине те пулин сӗртӗнтерме йӑлӑннӑ. Ӑна сӗртӗнекенсем пурте сывалнӑ.
«Тумтирӳ аркине те пулин сӗртӗнме ирӗк парсам», – тесе йӑлӑннӑ вӗсем Ӑна. Сӗртӗнекеннисем вара сывалнӑ.
Ҫавӑн чухне юн кайнипе вун икӗ ҫул асапланакан пӗр хӗрарӑм хыҫалтан пынӑ та Унӑн тумтир аркине сӗртӗннӗ.
Иисус вӗсене каланӑ: «Чарӑнӑр, ҫитӗ!» Унтан Вӑл ҫав тарҫӑ хӑлхине сӗртӗнсе сыватнӑ.
Пӗтӗм халӑх Ӑна сӗртӗнесшӗн пулнӑ, мӗншӗн тесен Унран тухакан хӑват пурне те сыватнӑ.
Ҫав хӗрарӑм хыҫалтан пырса Иисусӑн тумтир аркине сӗртӗннӗ те, унӑн ҫавӑнтах юн кайма пӑрахнӑ.
Халсӑр ҫынна ырӑ тунӑшӑн пире паян явап тыттаратӑр пулсан, мӗнле сыватнине тӗпчетӗр пулсан,
Урампа иртсе пыракан Петрӑн мӗлки те пулин чирлисем ҫине ӳктӗрччӗ тесе, ҫынсем вӗсене урама илсе тухса вырӑнӗсем ҫине вырттарнӑ.