53 Тинӗс урлӑ ишсе каҫсан вӗсем Геннисарет ҫӗрне ҫитнӗ те ҫыран хӗррине пырса чарӑннӑ.
Кимӗ ҫинчен ансанах унти ҫынсем Иисуса палласа илнӗ те йӗри-таврах Ун ҫинчен пӗлтерсе ҫӳренӗ. Вара чирлисене вырӑнӗ-мӗнӗпех Иисус ҫавӑнта тенӗ ҫӗре илсе пыра пуҫланӑ.
Пӗррехинче Иисус Геннисарет кӳлли хӗрринче чарӑнса тӑнӑ. Турӑ сӑмахне итлесшӗн Ун патне халӑх кӗпӗрленсе пухӑннӑ.