52 Мӗншӗн тесен чунӗсем уҫӑлса ҫитеймен пирки вӗсем ҫӑкӑрпа тунӑ хӑвата та ӑнланса илеймен пулнӑ-ха.
Юлашкинчен Иисус вун пӗр вӗренекенне каҫхи апат ҫисе ларнӑ чухне курӑннӑ. Иисус вӗсене чунӗсем уҫӑлса ҫитейменшӗн, Хӑй чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Ӑна куракансене ӗненменшӗн ӳпкеленӗ.
Иисус, вӗсем хытӑ чунлӑ пулнӑран кулянса, вӗсене ҫилӗллӗн пӑхса ҫавӑрӑннӑ та ҫав ҫынна каланӑ: «Аллуна тӑс-ха». Лешӗ тӑснӑ та, алли тӳрленсе тепри пекех пулса тӑнӑ.
Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Эсир те ҫав териех ӑнланусӑр-и? Тулашран кӗрекенни нимӗн те ҫынна ирсӗрлетме пултарайманнине те ӑнланмастӑр-и?
«Эх, тавҫӑрусӑр та мӑран чунлӑскерсем! – тенӗ вӗсене Иисус. – Пророксем малтанах каланине те ӗненме пултараймастӑр-ҫке.
«Ҫак халӑхӑн куҫӗ суккӑрланнӑ, чун-чӗри хытса ларнӑ. Ӗнтӗ вӗсен куҫӗ курмасть, чун-чӗри туймасть, ҫавӑнпа та вӗсем, Вӑл пире сываттӑрччӗ тесе, Ман енне ҫавӑрӑнмаҫҫӗ».
Мӗн темелле-ха? Пӗтӗм Израиль халӑхӗ хӑй илме ӗмӗтленнине илеймерӗ, ӑна Турӑ суйланисем кӑна илме пултарчӗҫ. Ҫавна пула ыттисен чунӗсем хытнӑ.