5 Вӑл унта нимӗнле хӑват та кӑтартман, хӑш-пӗр чирлӗ ҫынсене кӑна аллине хурса сыватнӑ.
Вӗсем ӗненменрен Иисус унта хӑватсем нумаях туман вара.
Иисус вара ӑна ҫапла каланӑ: «Мӗн чухлӗ те пулин ӗненетӗн пулсан, ӗненекеншӗн Турӑ пурне те пултарттарать».
Ашшӗ унӑн сив чирпе тата юнлӑ варвиттипе аптӑраса вырӑнпах выртатчӗ. Павел вара Публий ашшӗ выртакан пӳлӗме кӗчӗ те, кӗлтуса, ун ҫине аллине хурса, сыватрӗ.
Мӗншӗн тесен вӗсене хыпарланӑ пекех, пире те канӑҫлӑха кӗме хыпар тунӑ. Анчах та вӗсем илтнӗ сӑмах, итлекенсен ӗненӗвӗпе пӗр пулаймасӑр, усса кайман.