48 Вӑл вӗренекенӗсем кӗсменпе вӑйран кайса ҫиле хирӗҫ ишнине курнӑ. Тул ҫутӑласпа вара, тинӗс ҫийӗпе утса, Иисус вӗсем патне пынӑ, иртсе каясшӑн та пулнӑ.
Ҫав вӑхӑтра кимӗ тинӗс варрине ҫитнӗ ӗнтӗ. Ҫил хирӗҫле пулнӑран кимме хумсем лӑсканӑ.
Анчах та эсир ҫакна пӗлетӗр: вӑрӑ хӑҫан килессе кил хуҫи пӗлес пулсассӑн ҫав вӑхӑтра вӑл сыхӑ тӑрӗччӗ, хӑй ҫуртне ҫӗмӗрсе кӗме памӗччӗ.
Ҫапла вара сыхӑ пулӑр, мӗншӗн тесен кил хуҫи те каҫпа, те ҫур ҫӗрте, те автан авӑтсан, те ирхине килет. Эсир ӑна пӗлме пултараймастӑр.
Каҫхине кимӗ тинӗс варрипе ишсе пынӑ, Иисус вара пӗчченех ҫыран хӗрринче пулнӑ.
Вӑл тинӗс ҫийӗпе утса пынине курсан вӗренекенӗсем, куҫа мӗлке курӑнать пулӗ тесе, хӑранипе кӑшкӑрсах янӑ.
Тен, ҫав чурасен ҫур ҫӗрччен е тул ҫутӑличченех хуҫине кӗтмелле пулӗ. Хуҫи пырӗ те вӗсем ҫывӑрманнине курӗ. Сыхӑ тӑракан чурасем тата телейлӗрех.
Вӗсем хӑйсем ҫитес ял патне ҫывхарнӑ. Иисус татах малалла кайма пуҫтарӑннӑ пек тусан,
Вӗсем юнпа-ӳтпе те мар, арҫын кӑмӑлӗпе те мар, ҫӳлтен, Турӑран ҫуралаҫҫӗ.