41 Унтан Иисус пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулла илсе ҫӳлелле пӑхнӑ та Турра тав тунӑ. Ҫӑкӑрсене Вӑл халӑха валеҫмешкӗн вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа панӑ; икӗ пуллине те ҫавнашкалах валеҫнӗ.
Унтан Вӑл халӑха ҫерем ҫине ларма хушнӑ, Хӑй пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулла илсе ҫӳлелле пӑхнӑ та Турра тав тунӑ. Вара Иисус ҫӑкӑрсене хуҫа-хуҫа вӗренекенӗсене тыттарнӑ, лешсем ҫӑкӑр татӑкӗсене халӑха валеҫсе панӑ.
Унтан ҫав ҫичӗ ҫӑкӑрпа пулла илсе Турра тав тунӑ та вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа тыттарнӑ, вӗренекенӗсем халӑха валеҫсе панӑ.
Вӗсем каҫхи апат ҫинӗ чухне Иисус ҫӑкӑр илсе Турра тав тунӑ та вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа парса: «Илӗр, ҫийӗр, ҫакӑ – Манӑн Ӳтӗм», – тенӗ.
Каҫхи апат ҫинӗ чухне Иисус ҫӑкӑра илсе Турра тав тунӑ та вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа парса: «Илӗр, ҫийӗр, ҫакӑ – Манӑн Ӳтӗм», – тенӗ.
Ҫынсем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн ҫӗршерӗн, аллӑшарӑн ларса тухнӑ.
Пурте ҫисе тӑраннӑ.
Вара тӳпенелле пӑхса ассӑн сывласа янӑ та ҫав ҫынна: «Еффафа», – тенӗ (ку вӑл «уҫӑл» тени пулать).
Эпӗ пилӗк ҫӑкӑра пилӗк пин ҫынна хуҫа-хуҫа парсан, юлашки юлнӑ татӑкӗсене миҫе кунтӑк туллиех пухрӑр-ха эсир?» «Вун иккӗ», – тавӑраҫҫӗ Ӑна.
Ҫиме ларсан Вӑл ҫӑкӑр илсе пилленӗ те вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа панӑ.
Вӑл пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулла илсе ҫӳлелле пӑхнӑ та Турра тав тунӑ. Вара ҫӑкӑрпа пулла халӑха валеҫмешкӗн вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа панӑ.
Вилнӗ ҫын выртакан ту хӑвӑлӗ умӗнчи чула илсен Иисус ҫӳлелле пӑхса каланӑ: «Аттем! Мана илтнӗшӗн тав тӑватӑп Сана.
Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Иисус ҫӳлелле пӑхнӑ та ҫапла каланӑ: «Эй, Аттем! Вӑхӑт ҫитрӗ ӗнтӗ: Хӑвӑн Ывӑлу Сана мухтава кӑлартӑр тесе Ывӑлна мухтава кӑлар.
Иисус хайхи ҫӑкӑрсене илсе Турра тав тунӑ та вӗренекенӗсене тыттарнӑ, лешсем ларакан халӑха валеҫсе панӑ. Пулла та ҫавнашкалах валеҫнӗ. Кама мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫавӑн чухлех илнӗ.
Ҫав вӑхӑтра Тивериадӑран урӑх кимӗсем пырса ҫитнӗ. Вӗсем Хуҫамӑр пиллесе панӑ ҫӑкӑра ҫинӗ вырӑнтан инҫех мар чарӑннӑ.
Ҫакна каласан вӑл ҫӑкӑр илчӗ те, пурин умӗнчех Турра тав туса, хуҫса ҫие пуҫларӗ.
Кунсене уяканни Хуҫа Турӑшӑн уять. Кунсене тиркеменни те Хуҫа Турӑшӑн тиркемест. Апат тиркеменни Хуҫа Турӑшӑн тиркемест, мӗншӗн тесен вӑл Турра тав туса ҫиет. Апат уяканни те Хуҫа Турӑшӑн уять, мӗншӗн тесен вӑл та Турра тав тӑвать.
Ҫапла вара, ӗҫетӗр-и, ҫиетӗр-и е мӗн те пулин урӑххине тӑватӑр-и – пӗтӗмпех Турӑ мухтавӗшӗн тӑвӑр.
Эсир кирек мӗн тусан та, кирек мӗн каласан та – пӗтӗмпех Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе тӑвӑр, Ун урлӑ Атте Турра тав тӑвӑр.