34 Ҫыран хӗррине тухсан Иисус унта ҫынсем нумай пулнине курнӑ. Вӑл ҫынсене хӗрхеннӗ, мӗншӗн тесен вӗсем кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем пекех пулнӑ. Вара Иисус вӗсене чылай вӗрентнӗ.
Кимӗ ҫинчен ансан Иисус унта ҫынсем нумай пулнине курнӑ. Вара Иисус, хӗрхенсе, вӗсен хушшинчи чирлисене сыватнӑ.
Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илсе ҫапла каланӑ: «Ҫак халӑха Эпӗ шеллетӗп: вӗсем ӗнтӗ виҫӗ кун хушши Манпа пӗрле, ҫимелли те вӗсен нимӗн те ҫук. Ҫул ҫинче халтан каясран Ман вӗсене выҫӑлла кӑларса ярас килмест».
Ушкӑн-ушкӑн халӑха курсан Иисус вӗсене хӗрхеннӗ: арпашса та саланса кайнӑ ҫынсем кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем пекех пулнӑ.
Ҫапах та вӗсем ишсе кайнине ҫынсем асӑрханӑ, чылайӑшӗ вӗсене палласа илнӗ. Тӗрлӗ хуласенчен тухнӑ халӑх, васкаса, ҫав вырӑна маларах ҫитнӗ те Иисус патне пухӑннӑ.
Каҫ пулса килнӗрен вӗренекенӗсем Иисус патне пырса ҫапла каланӑ: «Кунта ҫын пурӑнман вырӑн, ӗнтӗ каҫ та пулса килет.
Ҫав кунсенче пӗрре Иисус патне питӗ нумай халӑх пухӑннӑ. Ҫимелли вӗсен нимӗн те пулман. Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илсе ҫапла каланӑ:
«Ҫак халӑха Эпӗ шеллетӗп: ҫынсем ӗнтӗ виҫӗ кун хушши Манпа пӗрле, ҫиме вӗсен нимӗн те ҫук.
Анчах та халӑх, ҫавна пӗлсе, Ун хыҫӗнчен пынӑ. Иисус вӗсене хапӑл тунӑ, вӗсемпе Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калаҫнӑ, сыватма ыйтакансене сыватнӑ.
Турӑ умӗнче ҫынсен ҫылӑхне каҫарттармашкӑн, хӗрхенӳллӗ те шанчӑклӑ Аслӑ священник пулмашкӑн Унӑн пур енчен те тӑванӗсем пекех пулмалла пулнӑ.
Пирӗн Аслӑ священник, эпир халсӑррине пӗлсе, хута кӗрет. Вӑл, ҫылӑхсӑр пуҫне, эпир мӗн тӳснине йӑлтах тӳснӗ.