Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Марк 6:3 - Синодальный НЗ

3 Платник ҫеҫ мар-им вара Вӑл? Вӑл Мария ывӑлӗ, Иаковпа Иосийӑн, Иудӑпа Симонӑн тӑванӗ кӑна-иҫ! Унӑн аппӑшӗсем те кунтах, хамӑр хушшӑмӑртах мар-им вара?» Ҫапла вӗсем Унӑн сӑмахӗсене ӗненесшӗн пулман.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Марк 6:3
21 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ман пирки иккӗленмен ҫын телейлӗ».


Иисус халӑха ҫак сӑмахсене каласа тӑнӑ вӑхӑтра Унӑн Амӑшӗпе тӑванӗсем Унпа калаҫасшӑн тулта кӗтсе тӑнӑ.


Ҫавӑнтах аякран пӑхса тӑракан хӗрарӑмсем те пулнӑ: вӗсем хушшинче Мария Магдалина та, кӗҫӗн Иаковпа Иосия амӑшӗ Мария та, Саломия та пулнӑ.


Андрей, Филипп, Варфоломей, Матфей, Фома, Алфей ывӑлӗ Иаков, Фаддей, Симон Кананит


Унтан Симеон вӗсене пилленӗ те, Ача Амӑшне Марияна каланӑ: «Мария, Сан чуну хӗҫпе каснӑ пек касӑлӗ, мӗншӗн тесен ку Ачана пула Израильте ӳкекен те, тӑракан та нумай пулӗ. Ун пирки нумай тавлашӗҫ, чылайӑшӗ ӑна хирӗҫ тӑрӗҫ, ҫапла вӗсен чун-чӗринчи вӑрттӑн шухӑшӗсем палӑрӗҫ».


Ман пирки иккӗленмен ҫын телейлӗ».


«Сана курасшӑн тулта Аннӳпе тӑванусем кӗтсе тӑраҫҫӗ», – тенӗ Иисуса.


Вара Иуда – Искариот мар, урӑххи – Унран ыйтать: «Хуҫамӑр! Мӗншӗн Эсӗ Хӑвна тӗнчене мар, пире кӑтартасшӑн?»


«Ку – Иосиф ывӑлӗ Иисус мар-им вара? – тенӗ вӗсем. – Эпир Унӑн ашшӗпе Амӑшне палланӑ ҫинчех Вӑл епле-ха „Эпӗ ҫӳлтен антӑм“ теме хӑять?»


Тавӑрӑнсассӑн вӗсем хӑтлӑ пӳлӗме хӑпарнӑ. Унта Иисусӑн ҫак вӗренекенӗсем пулнӑ: Петр, Иаков, Иоанн, Андрей, Филипп, Фома, Варфоломей, Матфей, Алфей Иаковӗ, Симон Зилот тата Иаковпа пӗртӑван Иуда.


Унтан Петр, аллипе паллӑ кӑтартса, шӑпланма ыйтнӑ, хӑйне Хуҫамӑр тӗрмерен епле кӑларнине вӗсене каласа панӑ. «Ҫакӑн ҫинчен Иаковпа ытти ӗненекен тӑвансене те пӗлтерӗр-ха», – тесе ыйтнӑ вӑл. Вара тухнӑ та урӑх ҫӗре кайнӑ.


Эпир вара пӑталанӑ Христос ҫинчен ӳкӗтлесе вӗрентетпӗр. Иудейсемшӗн Вӑл такӑнса ӳкмелли чул, грексемшӗн – пуҫа вырнаҫми япала.


Е ӗненекенсен пире тӑрантармалла мар-им?


Хуҫамӑрӑн тӑванӗ Иаковсӑр пуҫне эпӗ пӗр апостолпа та курса калаҫман.


Эсир Ун патне, чӗрӗ чул патне, ҫывхаратӑр. Ҫынсем ӑна пӑрахӑҫланӑ, анчах та Турӑшӑн вӑл паха пулнӑ, Турӑ ӑна суйласа илнӗ.


Иисус Христос чуринчен, Иаковпа пӗртӑван Иудӑран – Атте Турӑ сӑвапласа тасатнипе, Иисус Христос упранипе пурӑнакан чӗнсе илнисене.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ