28 Салтакӗ тӗрмене кайнӑ та Иоанн пуҫне касса, тирӗк ҫине хурса хӗр патне илсе пынӑ, лешӗ вара ӑна амӑшне панӑ.
Хӗр вара амӑшӗ вӗрентнипе ҫапла каланӑ: «Шыва кӗртекен Иоанн пуҫне тирӗк ҫине хурса ҫакӑнта илсе килсе пар».
Вара патша ҫав самантрах, Иоанн пуҫне илсе килме хушса, пӗр салтакне тӗрмене янӑ.
Ҫавна илтсен Иоанн вӗренекенӗсем пынӑ та унӑн ӳтне тупӑклӑха илсе кайса пытарнӑ.