19 Иродиада вара, Иоана ҫилленсе, ӑна вӗлерттересшӗн пулнӑ, анчах пултарайман,
Ирод хӑйӗн Филипп ятлӑ пиччӗшӗн арӑмне, Иродиадӑна, качча илнӗ пулнӑ. Ҫав хӗрарӑма пула вӑл Иоана тытса ҫыхтарса тӗрмене хуптарнӑ.
Пӗррехинче вара, Ирод хӑйӗн ҫуралнӑ кунне уявланӑ чухне, Иродиадӑн хӗрӗ хӑнасем умӗнче ташласа Иродӑн кӑмӑлне кайнӑ.