16 Ирод вара, ҫакнашкал калаҫусене илтсен: «Ку ҫын – эпӗ пуҫне кастарнӑ Шыва кӗртекен Иоанн, вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ», – тенӗ.
Вара вӑл хӑйӗн улпут таврашӗсене ҫапла каланӑ: «Ку ҫын – Шыва кӗртекен Иоанн, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑран вӑл хӑватсем кӑтартать те».
«Айӑпсӑр Ҫынна тытса парса ҫылӑха кӗтӗм», – тенӗ вӑл пуҫлӑхсене. Лешсем вара ҫапла каланӑ: «Пире мӗн ӗҫ пур? Хӑвӑнне ху пӗл».
Хӑшӗсем тата: «Вӑл Илия пророк», – тенӗ. «Вӑл авалхи пророксем евӗрлӗ пророк», – тенӗ тата теприсем.
Ирод хӑйӗн пиччӗшӗн Филипӑн арӑмне, Иродиадӑна, качча илнӗ пулнӑ. Ҫав хӗрарӑма пула вӑл Иоана тыттарса тӗрмене хупса лартнӑ пулнӑ. Мӗншӗн тесен Иоанн ӑна: «Санӑн инкӳпе пурӑнма юрамасть», – тесе ӳпкеленӗ.
«Иоанн пуҫне эпӗ хамах кастартӑм. Ку вара Кам-ши? Ун ҫинчен эпӗ тӗлӗнмелле сӑмахсем илтетӗп», – тенӗ Ирод. Вара вӑл Иисуса курма майлӑ вӑхӑт шыранӑ.