Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Марк 6:15 - Синодальный НЗ

15 Хӑшӗсем тата: «Вӑл Илия пророк», – тенӗ. «Вӑл авалхи пророксем евӗрлӗ пророк», – тенӗ тата теприсем.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Марк 6:15
19 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

«Пӗрисем – Шыва кӗртекен Иоанн вырӑнне, теприсем – Илия вырӑнне, хӑшӗ-пӗрисем тата Иеремия е пӗр-пӗр урӑх пророк вырӑнне хураҫҫӗ», – тавӑрнӑ вӗсем.


«Ку вӑл Иисус, Галилейӑри Назаретран тухнӑ Пророк», – тенӗ ҫынсем.


Ирод вара, ҫакнашкал калаҫусене илтсен: «Ку ҫын – эпӗ пуҫне кастарнӑ Шыва кӗртекен Иоанн, вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ», – тенӗ.


«Пӗрисем – Шыва кӗртекен Иоанн вырӑнне, теприсем вара – Илия вырӑнне, хӑшӗ-пӗрисем тата – пӗр-пӗр урӑх пророк вырӑнне хураҫҫӗ», – тавӑрнӑ вӗренекенӗсем.


Вӑл Христос умӗн Илиян чун-чӗм хӑвачӗпе килӗ те халӑха Хуҫамӑр умне тӑма хатӗрлӗ: ашшӗсен кӑмӑлне ачисен енне ҫавӑрӗ, Турӑ хушнине итлемен ҫынсене тӳрӗлӗх ҫулӗ ҫине тӑратӗ».


Ҫынсем пурте хӑраса-тӗлӗнсе кайнӑ, вӗсем Турра мухтаса каланӑ: «Пирӗн хушшӑмӑрта аслӑ пророк тупӑнчӗ! Турӑ Хӑйӗн халӑхне хӑтарма килчӗ!»


Ҫавна курсан Иисуса чӗнсе кӗртнӗ фарисей хӑй ӑшӗнче шухӑшланӑ: «Ҫак Ҫын чӑнах та пророк пулсан, Хӑйне кам, мӗнле хӗрарӑм сӗртӗннине пӗлӗччӗ, мӗншӗн тесен ку ҫылӑхлӑ хӗрарӑм!»


Вӗренекенӗсем каланӑ: «Пӗрисем Сана Шыва кӗртекен Иоанн теҫҫӗ. Теприсем Илия пророк теҫҫӗ. Хӑшӗ-хӑшӗ тата авалхи пророксенчен пӗри чӗрӗлсе тӑнӑ пулӗ тесе калаҫаҫҫӗ».


Хӑшӗсем тата: «Илия пророк тепӗр хут ҫӗр ҫине килчӗ», – тенӗ. «Авалхи пророксенчен пӗри чӗрӗлсе тӑнӑ пулӗ», – тенӗ тата теприсем.


«Эппин кам эсӗ? Илия-и?» – ыйтнӑ унран. «Илия мар», – тавӑрнӑ вӑл. «Тен, эсӗ пророк?» – ыйтнӑ лешсем. «Пророк та мар», – тенӗ Иоанн.


«Эсӗ Христос та мар, Илия та мар, пророк та мар пулсан, мӗншӗн эппин шыва кӗртетӗн?» – тесе ыйтнӑ унран вӗсем.


«Ку чӑнах та тӗнчене килмелли Ҫав Пророк!» – тенӗ ҫавӑн чухне Иисус тунӑ хӑвата курнисем.


«Ку чӑнах та пророк», – тенӗ ҫак сӑмахсене илтнӗ ҫынсенчен чылайӑшӗ.


«Хӑвӑн куҫна уҫакан ҫинчен эсӗ мӗн калӑн?» – каллех ыйтаҫҫӗ вӗсем куракан пулнӑ ҫынран. «Вӑл – пророк», – тенӗ вара лешӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ